Газета "Тантăш"
На встрече с читателями
На встрече с читателями

1. "Шкул пурнăçĕ" рубрикăра - ЧР вĕрентÿ ĕçĕнчи улшăнусем, çĕнĕлĕхсем. Пĕлÿпе воспитани парас ĕçри йывăрлăхсемпе çитменлĕхсем çинчен каласа паракан, пултаруллă вĕрентекенсемпе паллаштаракан материалсем. Республикăри ăслăлăх ăмăртăвĕсемпе вĕсен çĕнтерÿçисем.

2. Президент стипендиачĕсем - республика ятне-сумне çĕклекен чи ăслă-тăнлă, пултаруллă, хастар та пуçаруллă çамрăксем.

3. Редакцие хыпарлаççĕ - "Çыру çыртăм васкаса, "Тантăш" сана юратса" рубрика Чăваш енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ачасем мĕнле пурăннине, каннине çутать. Ыттисем мĕнпе кăсăкланнине пĕлме, хăвăр пурнăçа кăсăклăрах йĕркелеме пулăшать.

4. Конкурссем, викторинăсем, акцисем - кашни номертех. ЧР вĕрентÿ, культура, шалти ĕçсен министерствисемпе, ытти организаципе ирттерекен ăмăртусене хутшăнса хăвăр пултарулăха аталантарма та, темĕн тĕрлĕ парне ("Орленок" кану лагерĕнче канма путевка та) çĕнсе илме пулать!

5. Пирĕн пултарулăх - шкул ачисен сăвви-калавĕ, тĕрленчĕкĕсемпе пьесăсем, сценарисем, ÿкерчĕксем...

6. "Айпипи тухтăр канашĕсем" рубрика тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма пулăшакан мелсемпе паллаштарать, организма çирĕплетме вĕрентет.

7. "Çунатлă çамрăклăх" - туслăхпа юрату клубĕ. Чун-чĕрене хускатакан сăвă-калавсем, тĕрленчĕксем.

8. "Паллашу кĕтесĕ" - республикăн тĕрлĕ районĕнче пурăнакансене туслашма пулăшакан рубрика.

И стар и млад читает Танташ
И стар и млад читает Танташ

9. "2006 хаваслă самант" - ăс-тăна, тавра-курăма ÿстерекен кăсăклă ребуссем, шÿтлĕ задачĕсем, кроссвордсем, пуçватмăшсем...

10. "Ăшă саламсем" рубрика çывăх çынсене уяв ячĕпе тÿлевсĕрех саламлама май парать.

11. Спорт - Раççейри, республикăри спорт мероприятийĕсем, паллă спортсменсен çитĕнĕвĕсем.

12. "Юрă-кĕвĕ тĕнчи" - Чăваш енри тата Раççейри паллă юрăçсен пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи кăсăклă самантсем.

13. "Ыйту-хурав" рубрика пин-пин ыйту хуравне тупма пулăшать.

14. Чăваш çыравçисен чи ăнăçлă хайлавĕсем - сире валли.

15. Телепрограмма.

 
Гостевая книга
Обложка